Иртнӗ ҫулта республикӑра 715 мӑшӑрпа ЗАГСра нумай ҫул пӗрле пурӑннӑ ятпа саламланӑ. Вӗсенчен пӗр мӑшӑр пӗрле 71 ҫул кун кунлать.
507 мӑшӑр вара 50 е ытларах ҫул пӗрле пурӑнать. 208 мӑшӑр вара пӗрле 1-50 ҫула хыҫа хӑварнӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче пурӑнакан Иванпа Венера Кассировсем пӗрлешнӗренпе 71 ҫул хыҫа юлнӑ. Вӗсем тӑватӑ ачана кун ҫути парнелесе воспитани панӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Атте ҫути» автобиографилле роман пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ — Анатолий Волков хирург. Кӗнекере вӑл ашшӗ хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле витӗм кӳнине уҫса панӑ.
Анатолий Никандрович Волков 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Медицина наукисен докторӗ, профессор.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пичет кӑларӑмне алла илсен Анатолий Волков Хусанти медицина институтне вӗренме кӗнӗ тапхӑрпа тата унӑн профессири кун-ҫулӗн малтанхи утӑмӗсемпе те паллашма пулать. Ҫӗнҫӗпӗрти медицина институтӗнче вӗреннӗ, Казахстанпа Шупашкарта ӗҫленӗ тапхӑрсене те тухтӑр ырӑпа аса илнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче этнопедагогикӑна никӗсленӗ паллӑ педагогӑн Геннадий Волковӑн «Кил илемӗ» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна иккӗмӗш хут ӗнтӗ пичетлеҫҫӗ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче калӑпласа кӑларнӑ.
«Кил илемне» пысӑках маи калавсемпе юмахсем кӗнӗ. Вӗсем урлӑ автор тӑван халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлне, ӑрусен ҫыхӑнӑвне, ҫемье хакне кӑтартаҫҫӗ. Пӗчӗккисене вӑл аслисене, ашшӗ-амӑшне, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме вӗрентет. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсенче асра юлакан сюжетсем, ваттисем сӑмахӗсем, ӑнланмалла чӗлхе тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Кӗнеке тиражӗ — 1000 экземпляр.
Геннадий Никандрович Волков Волков — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), СССР тата Раҫҫей шайӗнчи академик; ҫыравҫӑ. 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Николай Карлин композитор вилнӗ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралса ӳснӗскер юлашки вӑхӑтра Самар тӑрӑхӗнчи Сергиев районӗнче пурӑннӑ. Пӗлтӗрхи вӑл 70 ҫулне паллӑ турӗ. Ҫав ятпа тӑван республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ. Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче курав йӗркеленӗччӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарнӑччӗ. Юбилей ячӗпе Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттернӗ.
Паян елчӗксем хӑйсен пултаруллӑ ҫыннипе, республикӑра ят ҫӗнсе илнӗ ҫынпа, Николай Карлинпа, сывпуллашнӑ. Унта унӑн тӑванӗсем, ӑна пӗлекенсем тата ыттисем пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Агеев художника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хушура ҫырнӑ тӑрӑх, чыса ӳнерҫӗ «Чӑваш Республикин ырлӑхӗшӗн нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче художникӑн 85 ҫулхине халалласа курав уҫӑлнӑ. Чӑваш халӑх ӳнерҫине ҫавӑн чухне республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев саламланӑ май орден медалӗпе чысланӑ.
Аса илтерер, Владимир Агеев — график та, живописец та. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Владимир Агеев Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Капкӑн» журналта чылай ҫул ӗҫленӗ. Кӗнекесене те илемлетнӗ, уйрӑм ӗҫсемпе те ларнӑ, сатирӑра та хӑйне туптанӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Агеев художника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Хушура ҫырнӑ тӑрӑх, чыса ӳнерҫӗ «Чӑваш Республикин ырлӑхӗшӗн нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Константин Иванов, Иван Яковлев ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ — график та, живописец та. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Владимир Агеев Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Капкӑн» журналта чылай ҫул ӗҫленӗ. Кӗнекесене те илемлетнӗ, уйрӑм ӗҫсемпе те ларнӑ, сатирӑра та хӑйне туптанӑ.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Елчӗкри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче арҫынсен хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту иртнӗ.Турнира 12 ушкӑн пуҫтарӑннӑ: «Большие Яльчики» (чӑв. Аслӑ Елчӗк), «Яльчики» (Елчӗк), «Сабанчино» (Тӑрӑм), «Новое Байбатырево» (Ҫӗнӗ Пӑва), «Лащ-Таяба» (Лащ Таяпа), «Малая Таяба» (Кӗҫӗн Таяпа), «Кушкӑ», «Тимеш», «Прогресс», «ДЮСШ – Яльчики», «Эмметево» (Элпуҫ), «Юман».
Командӑсем виҫӗ ушкӑна пайланса вылянӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче ҫӗнтернисем малти виҫӗ вырӑншӑн ӑмӑртнӑ.
Пӗр-пӗрне парӑнас мар тесе кашниех чунтан вылянӑ пулин те пӗрремӗш вырӑна «Яльчики» (Елчӗксем) ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна лащ-таяпасем йышӑннӑ. Елчӗкри ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнчисем виҫҫӗмӗш вырӑна никама та паман.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ Николай Карлин композитор тата педагог авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать.
Паллӑ куна халалласа Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче пӗчӗк курав йӗркеленӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарать.
Николай Карлин — Музыка обществин президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. Малтанласа Курганти профтехучилищӗре ӑс пухнӑ. Вунӑ ҫултан вӑл Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Малтан Ленин ячӗллӗ колхозри хора ертсе пынӑ, кайран — Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнчи хора. Ҫапла вара Николай Карлин тӗрлӗ ӗҫре тӑрмашнӑ вӑхӑтрах юрӑ ҫырма та вӑхӑт тупнӑ.
Елчӗкри музейри курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асра тытса Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта: Аслӑ Елчӗкре, Курнавӑшра, Ҫӗнӗ Эйпеҫре — палӑксем ҫӗнӗрен уҫнине пӗлтертӗмӗр-ха.
Шӑмӑршӑра вара Германире хӗсметре пулнисене асра тытса тата хисеп туса палӑк уҫнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, 1945 ҫулта унта пулнисене кӑна мар, ҫар тивӗҫне унта 1994 ҫулччен пурнӑҫланисене те асра тытас тенине пӗлтерекен палӑк ку. Хамӑр историе манас мар тесе тунӑ ятпа хатӗрленӗ палӑка паян, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, уҫнӑ.
Палӑк уҫас шухӑша «Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн ветеранӗсен республикӑри канашӗ» общество организацийӗ пуҫарнӑ. Монумента гранитран тата мрамортан хатӗрленӗ. Постамент ҫине асӑну плити вырнаҫтарнӑ. Варринче вара хӗҫне антарнӑ совет салтакӗ, ҫӑлнӑ хӗрачана тытса тӑраканскер, тӑрать.
Тӑван вӑрҫинче пуҫ хунисене ячӗпе Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта ҫӗнӗрен палӑксем вырнаҫтарнӑ. Ҫавсен йышӗнче маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑ Ҫӗнӗ Эйпеҫре те ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Аса илтерер, маларах хӑшӗсем унти пирки «Палӑка ишсе антарса ФАП ҫӗклеҫҫӗ», — тесе пӑшӑрханса ӳкнӗччӗ. Анчах ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ялта стелла вырнаҫтарнӑччӗ.
Палӑка паян Ҫӗнӗ Эйпеҫре кӑна мар, Аслӑ Елчӗкре те, Курнавӑшра та уҫнӑ.
Уяв мероприятийӗсене кашни ял тӑрӑхӗнчех йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ Елчӗк район администрацийӗнче. Тӳре-шарапа депутатсем те вӗсене хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов тата Петр Краснов депутат вырӑнти райадминистраци пуҫлӑхӗпе Николай Миллинпа Аслӑ Елчӗкринче, Курнавӑшринче, Ҫӗнӗ Эйпеҫринче пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |